Ку таранччен Шупашкар хула аминистрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене Алексей Ладыков пурнӑҫланӑ. Суйлав хыҫҫӑн улшӑнусем пуласси малтанах паллӑччӗ. Ладыков хӑй вырӑнӗнчех юлӗ-и? Ку чылайӑшне кӑсӑклантарнӑ.
Халӗ паллӑ: Алексей Ладыкова ку тивӗҫрен хӑтарнӑ. Шупашкар хулин Уставӗпе килӗшӳллӗн администраци пуҫлӑхне контрактпа лартаҫҫӗ. Ӑна вара ятарлӑ конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн алӑ пусса ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫапла майпа Шупашкар хулин депутатсен пухӑвне ҫӗнӗрен суйлама тивнӗрен сити-менеджера лартмалли процедурӑна тепӗр хут тумалла пулӗ.
Мэрире пӗлтернӗ тӑрӑх, хула администрацийӗн должноҫне палӑртмалли конкурс пирки ҫитес вӑхӑтра пӗлтерӗҫ. Юпа уйӑхӗнче депутатсен хула администрацийӗн пуҫлӑхне ҫирӗплетсе контракт алӑ пусма тивӗ.
Аса илтерер: Алексей Ладыков ку тивӗҫӗ 2011 ҫултанпа пурнӑҫланӑ. Хальлӗхе хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене Алексей Маклыгин пурнӑҫлать.
Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен пӗрремӗш ларӑвӗ иртнӗ. Леонид Черкесов политикӑран медицинӑна каясси пирки ҫуллах калаҫрӗҫ пулин те ӑна Шупашкар хула пуҫлӑхне иккӗмӗш хут суйланӑ.
Леонид Черкесов кандидатуришӗн 35 депутат сасӑланӑ. Чылайӑшӗ — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейрен». Ку тӗлӗнмелле мар. Леонид Черкесов — партин хулари уйрӑмӗн секретарӗ.
Коммунистсем Шурчановӑн ывӑлӗн Алексей Шурчанов кандидатурине кӑларнӑ. Анчах унӑн шанчӑк пулманпа пӗрех темелле. Уншӑн 3 депутат ҫеҫ сасӑланӑ.
Аса илтерер: Леонид Черкесов Шупашкар хула пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене 2010 ҫултанпа пурнӑҫлать. Вӑл Ҫӗмӗрле районӗнчи Турхан ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетне пӗтернӗ. Ӗҫ биографине васкавлӑ медпулӑшу пульницинче 1989 ҫулта пуҫланӑ. Вӑл — медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.
Канаш хулинче суйлав хыҫҫӑн депутатсен ларӑвӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта чи ҫивӗч ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Депутатсем Канаш хулин пуҫлӑхне палӑртнӑ.
Вӑрттӑн сасӑлав ирттернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулнӑ: депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем пӗр саслӑн Андрей Николаевич Константинова суйланӑ. Депутатсен пухӑвӗн ҫумӗ вара Гариф Мифтахутдинов пулӗ. Ҫапла хула администрацийӗнчен пӗлтернӗ.
Палӑртма хӑварар: Андрей Николаевич Константинов — Канашри 13-мӗш суйлав округӗн депутачӗ. Вӑлах «Канаш хулинчи электрика сечӗ» акционерсен уҫӑ обществин тӗп директорӗ те.
Шупашкар районне паянтан ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Кунта сӑмах сити-менеджер, урӑхла каласан, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пирки пымасть-ха.
Паян Шупашкар районӗнче Депутатсен район пухӑвӗн ҫӗнӗ, улттӑмӗш созыври, «халӑх тарҫисем» йӗркелӳ ларӑвне пухӑннӑ. Ларӑва депутата суйланнисенчен чи асли, Юрий Порфирьев, уҫнӑ. Депутатсене ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме республикӑн Конкурентлӑ политика тата тариф службин ертӳҫи, хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ Альбина Егорова сунса сӑмах каланӑ.
Депутатсен пухӑвӗн ертӳҫине, вӑлах Шупашкар район пуҫлӑхӗ те шутланать, суйлассине ҫӗнӗ созыври депутатсем чи малтан пӑхса тухнӑ. Ҫак тивӗҫе вӗсем 32 ҫулти Андрей Николаев усламҫӑна шаннӑ. Район администрацине вӑхӑтлӑх Зоя Маслова ертсе пырӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхне ятарлӑ конкурс комиссийӗ палӑртӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн вырӑнне йышӑннӑ Михаил Игнатьев республикӑн Министрсен кабинетне отставкӑна янӑ, кун пирки официаллӑ влаҫ органӗсен порталӗнче пӗлтернӗ.
«Правительствӑна отставкӑна яракан хушӑва Чӑваш Республикин Конституцийӗн 72-мӗш тата 91-мӗш статьисемпе килӗшӳллӗн кӑларнӑ», — тесе пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ министрсене суйличчен Министрсен Кабинечӗн председатель тивӗҫӗсене Иван Моторина шаннӑ. Отставкӑна янӑ пулин те унта хальхи министрсемех ӗҫлӗҫ — ҫӗнӗ правительство суйличчен.
Пуҫлӑх килет те пуҫлӑх каять тесси кӑна юлать-тӗр ку хыпар пирки. Республика шайӗнчи тӳре-шара ылмашни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ унччен те пӗрре кӑна мар пӗлтернӗччӗ. Халӗ тата тепӗр предприятире пуҫлӑх ылмашать.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗ Иван Моторин «Республикӑн капиталлӑ строительство управленийӗ" патшалӑх унитарлӑ предприятийӗн пуҫлӑхне Алексей Ильина ӗҫрен хӑтарасси ҫинчен калакан хушӑва паян алӑ пуснӑ.
Маларах асӑннӑ управлени ӗҫченӗсен тӗлӗшпе республикӑн Правительство ҫуртӗнче сауна туни пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ тесе пӗлтерет «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм. Асӑннӑ управление унччен ертсе пынӑ Владимир Громова ӗҫрен 2014 ҫулхи ака уйӑхӗнче отставкӑна янӑ, кайран тилхепене Алексей Ильина шанса панӑ.
Чӑваш Енре ӗҫсӗр ҫынсен шучӗ мӗн чухлӗ? Ку, ахӑртнех, чылай ҫынна кӑсӑклантарать.
Чӑваш Енре, Ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫсӗр 5000 яхӑн ҫын шутланать. Ведомство мониторинг ирттернӗ.
Тӗплӗнрех калас пулсан, Чӑваш Енре ӗҫсӗррисен йышӗ — 4796 ҫын. Ведомствӑран пӗлтернӗ тӑрӑх, 3618 ҫын организацире тулли мар кунпа ӗҫлекенни шутланать.
Тепӗр енчен илсен, ӗҫ паракан 2062 ҫын ваканси пирки пӗлтернӗ. Пӗтӗмпе 15029 ӗҫ вырӑнӗ пушӑ.
Сӑмах май, ӗҫсӗррисен йышӗ Муркаш, Ҫӗмӗрле, Комсомольски, Ҫӗрпӳ районӗсенче пӗчӗк.
Шупашкарти аэропорт пуҫлӑхне Александр Жирнова должноҫрен хӑтарни пирки эпир ҫырнӑччӗ.
Аса илтеретпӗр, Александр Николаевича ҫӗртмен 22-мӗшӗнче тилхепесӗр хӑварнӑччӗ. Тивӗҫлӗ хушӑва Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗччӗ. Александр Жирнов — ҫар ҫынни пулнӑcкерччӗ. Вӑл 1965 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Сызраньти аслӑ ҫар авиаци училищинче, Ю.А. Гагарин ячӗллӗ Ҫар академийӗнче вӗреннӗ. 2004–2010-мӗш ҫулсенче 490-мӗш уйрӑм вертолет полкне ертсе пынӑ. 2010 ҫулта ӑна Шупашкар аэропортне ертсе пыма шаннӑ.
Малашне аэропорта Олег Игмунов ертсе пырӗ. Тивӗҫлӗ хушӑва паян Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Вӑл — Шупашкара 1994–2002-мӗш ҫулсенче ертсе пынӑ Анатолий Игумнов ывӑлӗ.
Раҫҫейре «Раҫҫейри ӗҫ» рекрутинглӑ портал ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл ӗҫ тупма пулӑшнипе пӗрлех ӗҫпе тивӗҫтерекене хӑйне кирлӗ специалистсене суйласа илме май паракан сайт. Ӗҫлевпе ҫыхӑннӑ ытти порталпа танлаштарсан унӑн сервисӗпе пурте тӳлевсӗр усӑ кураяҫҫӗ тесе хыпарлать Чӑваш Енӗн Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх служби пӗлтерни тӑрӑх «Хыпар» хаҫат.
Сайтра халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсен вакансийӗсене кӑна мар, ӗҫ сӗнекенсем панисене те, ҫавӑн пекех вырӑн шырассипе тата суйлассипе ҫыхӑннӑ порталсенчен илнисене те пухнӑ. Унта хӑй пирки резюме е ваканси вырнаҫтарас текен ҫыннӑн ытти сайтпа усӑ курнӑ чухнехи пекех малтан регистрациленмелле.
«Раҫҫейри ӗҫ» порталта ваканси сӗнекен регионти предприяти-организаци ӑҫтарах ларнипе, ҫавӑн пекех ача пахчисем, шкулсем, медицина учрежденийӗсем пирки пӗлме май килет, унта интерактивлӑ карта та пур.
Чӑваш Енре кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта 21 пин ытла ҫын хӑй ыйтса ҫырнипе канӑва кайнӑ. Черетлине мар. Шалусӑррине.
Пӗрремӗш кварталтипе танлаштарсан тулли мар ӗҫ графикӗпе ӗҫлекенсен тата ӗҫ паракан пуҫарнипе шалусӑр канӑва каякансен шучӗ йышланнӑ.
Ака–утӑ уйӑхӗсенче тулли мар ӗҫ кунӗпе 6494 ҫын ӗҫленӗ. Ҫакӑ — ӗҫ паракансем пуҫарнипе тунӑ утӑм. Кӑрлач–пуш уйӑхӗсенче те кӗскетнӗ ӗҫ кунӗпе тӑрӑшакансем пулнӑ-ха. Анчах ку цифра ун чух иккӗмӗш кварталтинчен виҫӗ хут пӗчӗкрех шутланнӑ. Енсем килӗшнипе тулли мар ӗҫ кунӗпе тӑрӑшакансен шучӗ 13 процент сахалланса 5641 ҫынпа танлашнӑ.
Ӗҫ паракан айӑпӗпе 2653 ҫын ӗҫсӗр ларнӑ. Ку вӑл пӗрремӗш кварталтинчен 33 процент пӗчӗкрех-мӗн. Ҫапах та кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта 21 пин ытла ҫын хӑй ыйтса ҫырнипе шалусӑр канӑва кайнине маларах пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ. Ку йыш пӗрремӗш кварталтинчен виҫӗ хут ытла нумайрах.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |